Шухӑшлани — Пурнӑҫланни

 

4307«Алай-алай» ҫӑварне кӑмпа тухсан кукӑль туса ҫийӗттӗм.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4308Ах! ах! кӑмпи шӑтсассӑн ассӑн сывласа ярӑттӑм.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4309Ӗмӗрте пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4310Ӗмӗт — вӑрман хыҫӗнче, вилӗм — ҫурӑм хыҫӗнче.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4314Ӗмӗт Атӑл пӗвенӗ тет.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4312Ӗмӗт вӗҫет малалла, телей юлать каялла.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4313Ӗмӗт вӗҫне ҫитмесӗр аллуна ан ус.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4311Ӗмӗт ӗмӗтпе юлать.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4315Ӗмӗт пулсан шанӑҫ пур.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4316Ӗмӗт пуррисем телейлӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4317Ӗмӗт пуҫра, вилӗм хыҫра.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4318Ӗмӗт ҫӗлен ҫип мар, пӗр татӑлсан сыпма ҫук.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4319Ӗмӗт ҫулне мур татнӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4320Ӗмӗт хыҫҫӑн ан кай.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4321Ӗмӗт хыҫҫӑн ӗмпӳ пулаймӑн.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4322Ӗмӗтӗн вӗҫе-хӗрри ҫук.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4323Ӗмӗтӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4324Ӗмӗтленме пӗлекенӗн ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4325Ӗмӗтленме ҫӑмӑл та, пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4326Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтрен татӑлни йывӑр япала.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4327Ӗмӗтленни ӗмӗре кӗскетмест.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4328Ӗмӗтленни пӗр пурнӑҫланса пырас ҫук.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4329Ӗмӗтленсе ларнипе ӗне илме ҫук.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4330Ӗмӗтленсе хуни ӗнсе кайма та пултарать.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4331Ӗмӗтлӗ ҫын ӗмпӳрен те ирттернӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4332Ӗмӗтлӗ ҫын ҫунатлӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4333Ӗмӗтре пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4334Ӗмӗтрен ан татӑл тенӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4335Ӗмӗтсем малалла, ӗмӗрсем ҫех каялла.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4336Ӗмӗтсӗр пупа прихут ҫитмен.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4337Ӗмӗтсӗре ҫӗр ҫитмен.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4338Ӗмӗтсӗре тӳпе ҫитмен.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4339Ӗмӗтсӗрӗн ӗмӗчӗ кӗске.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4340Ӗмӗтсӗрӗн непси пысӑк.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4341Ӗмӗтсӗрӗн часах шалчи тулать.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4342Ӗмӗтсӗрленсен те ылтӑн улма ума ӳкес ҫук.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4343Ӗмӗчӗ пур чух лаша та ӗрӗхет.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4344Каҫхи шухӑш ҫине чӑх сысать.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4345Каялла-малалла шухӑшласан вилӗ-чӗр куҫа курӑннӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4347Кӗриччен малтан ӑҫтан тухмаллине асӑрха.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4348Куҫӗсем йӗри-тавра, шухӑшӗ пуҫ тавра.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4349Кучӗ пуррин ӗмӗчӗ пур.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4350Лайӑх ӗмӗт ӗмӗт хальлӗн ан юлтӑр.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4351Лайӑхран лайӑха ӗмӗтлен.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4352Малтан ӗмӗтленсен кайран типсе юлас пулать.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4353Мӗн тусан мӗн пулассине малтан шухӑшлаҫҫӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4354Нумай шухӑшлакан час ватӑлнӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4355Нумая ӗмӗтленекен сахала ҫухатнӑ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4356Пӑшалсӑр, вӗшлесӗр мулкачӑ тытма ан ӗмӗтлен, ӗҫлесе ҫӑккӑр ҫиме ӗмӗтлен теҫҫӗ.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни
4357Пӗчӗккине ярса пысӑккине ан ӗмӗтлен.Шухӑшлани — Пурнӑҫланни